Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри министрсем чӑвашла челлендж ирттерме йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнчи ырӑ акцие республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫарса янӑ.
Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ.
«Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра».
Дмитрий Краснов «#говорюначувашском», «#поюначувашском» челлендж пуҫарса ярассине пӗлтернӗ; видео, аудио ҫырса илсе маларах асӑннӑ хештегсемпе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӑй вӑл чӑвашла ваттисем сӑмахӗсене ҫырса илнӗ.
Эстафетӑна Дмитрий Краснов ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова панӑ.
«Район центрӗсенчи пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна мар, ялсенче те халӗ вырӑс чӗлхи кӑна илтӗнсе тӑрать. Пӗчӗк ялсенчи шкулсене хупнипе ачасене автобуспа район центрӗсенчи вӗрентӳ заведенийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Унта вара халӑх ытларах вырӑсла калаҫать. », — ҫакӑн пек йӗркесем пур Роза Власова журналистӑн пӗр статйинче.
Чӑн та, питӗ тӗрӗс ыйту хускатнӑ автор «Хыпар» хаҫатра. Анчах эпӗ ялсенче вырӑсла калаҫнине унти ачасем район центрӗсенче вӗреннипе сӑлтавламан пулӑттӑм. Хамӑн тӑван тӑрӑхӑмрах, ав, чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачисенех хӑшӗсем кипкеренех вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Эпӗ вара, хамӑн айван пуҫӑмпа, ашшӗ-амӑшӗ: «Хам та ытти чӗлхене хӑй вӑхӑтӗнче вӗренеймерӗм. Ачамсем те хам пекех тӑнсӑр пуль, ик чӗлхене: чӑвашла тата вырӑсла, ниепле те ӑша хываймӗҫ», — тесе пӑшӑрханнӑран тӑван чӗлхепе пуплеттерме шикленеҫҫӗ пулӗ тесе те хушӑран шухӑшлатӑп. Шкулта ачасен акӑлчан чӗлхи те вӗренмелле-ҫке. Хӑйсен тӗпренчӗкӗсен ӑс-тӑнне шанманнипе ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхерен пистерет пек туйӑнать.
Тӗрӗссипе вара, пӗлӗшӗмсем тӑрӑх сӑнатӑп та, тӑван чӗлхене ыррӑн пӗлекен ҫын ют чӗлхене те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываять.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта Ача-пӑча мультфильмӗсен фестивалӗ иртӗ, ӑна чӑваш культурине халаллӗҫ.
Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Мероприятие мультипликаципе кӑсӑкланакансем, анимаци контенчӗ хатӗрлекен ачасемпе аслисем, педагог-мультипликаторсем тата ача-пӑча мульстудийӗсене ҫӳрекенсем хутшӑнайӗҫ.
Чӑваш Енре шӑпӑрлансем валли чӑвашла пособи хатӗрлесшӗн. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем валли семинар иртнӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсем валли чӑвашла пособи хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ача пахчисенче маларах эпир асӑннӑ институт 2019 ҫултанпа «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — амӑшӗн чӗлхи) регионти проекта аталантарать. Ҫавна май чӑвашла меслет пособийӗсем хатӗрленӗ. Семинарта шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентме пособи хатӗрлеме йышӑннӑ.
Чӑвашсен «Хавал» ушкӑнӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен «Контактри» халӑх тетелӗнчи страницисене тишкерсе тухнӑ.
Вӗсен тӗпчевӗ вара ҫакна кӑтартса панӑ: 24 юрӑҫран ҫурри кӑна хӑшпӗр чухне чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. 12 юрӑҫ хӑйсен страницисене йӑлт вырӑсла ертсе пыраҫҫӗ. Чӑвашла ҫыракансен йышӗнче ытларах арҫынсем. «Хавал» ушкӑн Алексей Московские, Типшӗм Сашука, Алексей Иванова, Иван Архипова асӑнать. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ шутланакан хӗрсем вара пурте тенӗ пекех хӑйсен страницисене вырӑсла ертсе пыраҫҫӗ. «Эпир чӑваш культуришӗн чӑнах пӑшӑрханатпӑр-ши?» — ыйтнӑ «Хавал» ушкӑн.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче Сурхури ирттерме шухӑш тытнӑ. Пуҫаруҫисем — вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем.
Авалхи йӑла-йӗркене пӑрахӑҫлас мар шухӑшпа ҫавсем тумланса ял тӑрӑх килтен-киле ҫӳренӗ. Ҫынсене савӑк кӑмӑ-туйӑм кӳрес тӗллевпе юрласа та кӑтартнӑ, ташласа та.
Ял ҫыннисем хӑйсене ҫапла сума сунӑшӑн, авалхи йӑла-йӗркене упраса хӑварас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн маттур хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ.
«Раштав ҫитсен ӗлӗк-авалтанпах Ҫветке чупнӑ. Килрен-киле ҫӳресе уявпа саламланӑ. Ырӑ йӑлана манӑҫтарас килмест», — тенӗ вырӑнти маттурсем.
Должноҫе палӑртса ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшнине Лидия Филиппова журналист асӑрханӑ.
«Чӑвашла куҫарнӑ чухне васкаса каллех йӑнӑш тунӑ. Ҫавӑн пекки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурчӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать», — чунне ыраттарса палӑртнӑ канӑҫсӑр чунлӑ калем ӑсти.
«Кам вӗсене ҫавӑн пек куҫарса парать-ши? Ҫакӑн пек майпа чӗлхене упраса хӑваратпӑр, ҫавӑн пек ӑна аталантаратпӑр шутланать...» — пӑшӑрханса ҫырнӑ журналист тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хӑйӗн постӗнче.
Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫинче «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырса хуни ҫаплипех ҫакӑнса тӑнине те аса илтернӗ журналист.
Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли «Литература вулавӗ» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.
Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх,
4-мӗш класс валли кӑларнӑ вӗренӳ кӗнекине В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева авторсем хатӗрленӗ.
Кӗнекене пултарулӑх ӗҫӗсем, илӗртӳллӗ тӗрлӗ хӑнӑхтару кӗртнӗ.
Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, «литература вулавне пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсене усӑ курма ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ».
Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.
Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр. Тематика улшӑнчӗ те вӑл пире хӑратма пӑрахрӗ.
2022 ҫулталӑк питӗ пӑшӑрхантараканскер пулчӗ. Пирӗн калаҫӑва «ятарлӑ ҫар операцийӗ» (чӑн-чӑн терминне МИХсене асӑнма чарса хучӗҫ), «мобилизаци» сӑмахсем кӗчӗҫ. Унтан та хӑрушраххи — «ядерлӑ хӗҫ-пӑшал» текенни. Иртсе пыракан ҫулталӑкра миҫе МИХ хупӑнмарӗ пуль? Тӗрӗссипе каласан — вӗсене хупрӗҫ темелле пуль. Шухӑшлатӑн та, чӑн тӗллевӗ Раҫҫӗйпе юнашар вырнаҫнӑ патшалӑхпа хирӗҫесси мар, 2024 ҫулталӑкра иртмелли суйлав валли информаци уйне тасатасси пырать тейӗн. Кунашкал лару-тӑрура «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйне нейтраллӑ тытма тӑрӑшрӗ.
Икӗ ҫул каярах пирӗн республикӑра Республика управленийӗн центрӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ун пек центрсене ҫӗршывӑн мӗнпур органӗнче уҫма ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хушнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра вӑл ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫлесе кайрӗ.
Чӑваш Енри Республика управленийӗн центрӗн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнне ӗнер Тайман Эрем ятлӑ ҫамрӑк чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйту ӑсатнӑ. Вӑл центр ертӳҫисем чӑваш чӗлхипе патшалӑх чӗлхи евӗр хӑҫан усӑ курма пуҫлӗҫ тесе кӑсӑкланнӑ май республикӑра пурӑнакансемпе диалога чӑвашла йӗркелесе ярасси пирки пӗлесшӗн пулнӑ.
Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем чӑвашла ыйтса ҫырнисене те сӑнаса пынине, вӗсене влаҫ органӗсене ярса панине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |